Телей — Асап

 

4648Нуша паллаштарать, пурлӑх уйӑрать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4649Нуша пӑва пуҫласан чӗлхесӗр те сас парӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4650Нуша пурне те ҫитет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4651Нуша пуҫҫаптарнӑ тет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4653Нуша сӗрме купӑс калама та вӗрентет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4654Нуша сивӗре те килтен хӑвалать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4655Нуша ҫӑпата пуҫӗ ҫине ларса йӗрет тет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4656Нуша ҫӗнӗ ҫӗре чухӑнран малтан ҫитсе ларать тет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4657Нуша тӗнче кастарать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4658Нуша тӗревлӗ, инкек ӗрчевлӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4659Нуша Турри ҫулӑхсан турат урлӑ уртӑнан.Савӑнӑҫ — Хурлану
4660Нуша Туррин турти кӗске.Савӑнӑҫ — Хурлану
4661Нуша улпута хӑпарту ҫитернӗ тет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4662Нуша хӗнемесӗр те макӑртать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4663Нуша хыҫӗнче телей мӗлки пур теҫҫӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4664Нуша час тӑрантать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4665Нуша чӗмсӗре те чӗм панӑ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4666Нуша чул кастарнӑ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4667Нуша чуна сӑхса пурӑнать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4668Нуша чухӑна юратать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4670Нушаллӑ ҫыннӑн хак ӳсессе кӗтсе тӑма вӑхӑт ҫук, нуши хӑвалать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4671Нушаран тарса хӑтӑлма ҫук, телее хуса ҫитме ҫук.Савӑнӑҫ — Хурлану
4669Нушари ҫын нушари ҫынна шеллет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4652Нушине пытаракан пӗтнӗ, чирне пытаракан вилнӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4672Нушта килсен пуҫа пушмак тӑхӑннӑ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4673Нушта курмасан ӗҫне те пӗлейместӗн.Савӑнӑҫ — Хурлану
4483Пасар пӗрле, телей уйрӑм.Телей — Асап
4854Пӗчик ача: «Кулакан пулсан тӗрт», — терӗ.Йӗрӳ — Кулу
4484Пур инкекшӗн макӑрсан ӑҫтан куҫҫуль ҫитерен.Телей — Асап
4855Пурӑннӑ ҫӗрте ясартан та кулма каламан.Йӗрӳ — Кулу
4674Пурне те кулянса та пӗтерес ҫук.Савӑнӑҫ — Хурлану
4486Пӳрмен телее Пӳлерте те тупаймӑн.Телей — Асап
4487Пӳрмен телейӗн пӳрни ҫук.Телей — Асап
4488Пӳрмен телейӗн пӳрни хуҫӑк.Телей — Асап
4485Пӳрнӗ телее никам та пӳлеймӗ.Телей — Асап
4489Пыйтлӑ ҫын телейлӗ тет.Телей — Асап
4675Савӑн пур чух, йӳҫҫи ҫук чух теҫҫӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4676Савӑнас ачан та хурланасси пур.Савӑнӑҫ — Хурлану
4677Савӑнасси кӑмӑл тӑрӑх, ыр курасси телей тӑрӑх.Савӑнӑҫ — Хурлану
4678Савӑнӑҫ — пӗр куна, хуйхӑ-суйхӑ — ӗмӗре.Савӑнӑҫ — Хурлану
4679Савӑнӑҫ хыҫҫӑн ӳкӗнӗҫ пулать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4680Савӑнӑҫа ҫичӗ ютра ан шыра.Савӑнӑҫ — Хурлану
4681Савӑнма та йышпа лайӑх, хурланма та йышпа лайӑх.Савӑнӑҫ — Хурлану
4682Савӑнса пурӑнма савни кирлӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4683Савӑнса юл ҫамрӑк ӗмӗр иртиччен теҫҫӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4684Савӑнтарать аялти, килентерет ҫиелти.Савӑнӑҫ — Хурлану
4685Савӑнтарать Сарахви, хурлантарать Хурахви.Савӑнӑҫ — Хурлану
4490Сайра-пӗревӗн телей пур.Телей — Асап
4686Сарӑ кайӑкӑн савӑнасси ҫаран ути ҫуличчен.Савӑнӑҫ — Хурлану
4491Ҫӑмлӑ ҫынна телейлӗ теҫҫӗ.Телей — Асап